Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Патӑрьел районӗ

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Николай Ираидӑна пӗрре курсах юратса пӑрахнӑ. Ҫулталӑкран хӑйӗн арӑмӗ пулма ыйтнӑ. Нумай ҫул килӗштерсе пурӑннӑ.

Патӑрьел округӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Осиповсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. 50 ҫул каяллахи юратӑвӗ паянхи кун та сӳнмен.

Осиповсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 10 мӑнукӗпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Николай Васильевич – «Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе чи лайӑх ӗҫчен», Ираида Георгиевна «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_108755
 

Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Россельхознадзор управленийӗн ӗҫченӗсем «Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче качакапа ҫула тухнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Мӑйракаллӑ пӗчӗк выльӑха пӗр ҫын Муркаш районӗнчен Патӑрьел районне турттарса каясшӑн пулнӑ. Анчах выльӑхӑн ветеринари докуменчӗ пулман.

Надзор ведомствин инспекторӗсем качака хуҫине асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян Патӑрьел округӗнчи Шӑхач ялӗнче пурӑнакан Феоктист Васильев пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнине, 100 ҫул тултарнине, паллӑ тунӑ.

Феоктист Александрович Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хутшӑннӑ, десантник пулнӑ. Вӑрҫӑран таврӑнсан вӑл вӑрман хуҫалӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. 1972 ҫулта вӑрмансенче пушар алхасма пуҫланӑ, ҫавӑн чухне Феоктист Александровчи эрни-эрнипе киле таврӑнман.

Ветерана саламлама Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та килнӗ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Миникадира Зейдулловна Хамбикова 101 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Ыхраҫырми ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Миникадира Зейдулловна – ӗҫ ветеранӗ, яланах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫула ҫитсе вӑл тӑваттӑмӗш арӑвне курнӑ.

Кинемей вӑрӑм пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: ӑмсанмалла мар, ӳркенмелле мар, пурнӑҫ ҫине оптимистла пӑхмалла.

Кинемее 101 ҫул тултарнӑ ятпа Раҫҫей президенчӗ те саламланӑ, открытка янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26155
 

Персона
Клара Чекушкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Клара Чекушкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Паян Клара Чекушкина юрӑҫ 85 ҫул тултарнӑ.

Клара Ивановна Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнче 1941 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти тата Чулхулари (ун чухне Горький ятлӑ пулнӑ) пединститутсенче вӗреннӗ.

Вӑл Чӑвашоблсовпрофра аслӑ методист та, агрегат завочӗн клубӗнче методист та пулса ӗҫленӗ. Анчах халӑх ӑна юрӑҫ пулнӑран пӗлет. Концертсемпе вӑл ют ҫӗршывсенчи (Чехословаки, Венгри, Финлянди, Япони тата ытти те) сцена ҫине те тухнӑ. Мускаври, Ирландири пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче лауреат пулса тӑнӑ.

Клара Чекушкина — Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Юбиляра Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн сайтӗнче ӑшшӑн саламласа ҫырнӑ. Юлашки ҫулсенче Клара Чекушкинӑна асӑннӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ киле пырса пӑхса пулӑшать.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи 75 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Патӑрьел районӗнче Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Литература ӗҫӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренме тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫлеме тытӑннӑ.

Раиса Сарпи — 40 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, 10 пьеса авторӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_108006
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫак кунсенче Патӑрьел округӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ялта ФАП кирлӗ тесе пӗлтӗр ял старости, ӗҫ ветеранӗ Пантелеймон Шихранов ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патне ыйтупа тухнӑ.

Ҫавӑн пекех округра Ыхраҫырминче тата Турханта ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлнӑ. Вӗсене халӗ 4 пин ҫын сывлӑхне тӗрӗслеме ҫӳрӗ. Ҫавӑн пекех Комсомольски округӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ҫак кунсенче Патӑрьел округӗнчи Ясная Поляна поселокне газ кӗртнӗ.

«Шупашкарти Газпром распределение» специалисчӗсем 6,8 ҫухрӑм тӑршшӗ газопровода хурса пӗтернӗ ӗнтӗ, ҫавӑн пекех 26 ҫурт патне газопровод-вводсем тунӑ. Чи малтан газ магистралӗпе Федоровсен ҫуртне ҫыхӑнтарнӑ.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.

Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.

Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

«Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 88-мӗш ҫухрӑмӗнче, Патӑрьел округӗнче, ҫулсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ. Ун хыҫҫӑн 74 ҫулти арҫын пульницӑна лекнӗ.

Маланлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Шкода Октавиа» рулӗ умӗнче ларнӑ 74 ҫулти водитель аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендая» ирттерсе яман. Ватӑ арҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, алли суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тепӗр водитель аманман. Иккӗшӗ те урах пулнӑ.

Халӗ ҪҪХПИ тӗрӗслев ирттерет.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 20

1924
102
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ